Ҫук-ҫук, ку хутӗнче сӑмах-юмах Иван Яковлевич пирки мар (ара, кирек мӗнӗн те виҫи пулмалла-ҫке), Николай Лукич пирки. Э-э-эй, вӑл кам пулнине пурех тӗшмӗртеймерӗҫ-тӗр. Ҫулланнӑ ҫынсене аса илтеретӗп: иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш — 80-мӗш ҫулӗсенче “Капкӑн” журнала уҫаттӑмӑр та — Н.Яковлев текен карикатуристӑн шӳтлӗ ӳкерчӗкӗсене пӑхса вар хытиччен кулаттӑмӑр. “Ялавра” унӑнах тата ҫыравҫӑсенчен юлташла тӑрӑхласа ӳкернисем тухатчӗҫ... Ну вӑт, ҫав Николай Яковлевӑн тин ҫеҫ “Кун-ҫул эрешӗсем” ятлӑ кӗнеки ҫапӑнса тухрӗ. Атьсемри, 80 урлӑ каҫрӗ те ҫак маттур старик — кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларма пуҫларӗ. Ку ӗнтӗ виҫҫӗмӗш!
2006 ҫулта Николай Лукичӑн “Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем” кӗнеки кун курнӑччӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ ҫав кӗнекен хушӑмӗ евӗрлӗ туйӑнать. Унта 50 яхӑн очеркпа статья, кашнинчех пӗр-ик ҫын пирки каласа панӑ. Мӗн тӗрлӗ кӑна шӑпа ҫук пуль! Акӑ, тӗслӗхрен, Федор Ильин вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче “Смерш” управленийӗнче отделени командирӗ пулнӑ — тӑшман шпионӗсене сиенсӗрлетнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫак ҫын пӑшалсӑр-мӗнсӗр 13 кашкӑр ҫури тытнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Кашкӑр Хӗветӗрӗ теме пуҫланӑ.
Эрнекун, юпан 24-мӗшӗнче, Сосновка посёлокри ача-пӑча паркӗнче «Ҫуралнисен аллейине» никӗслерӗҫ. Пурӗ Муркаш районӗнчен илсе килнӗ 30 кӑвак чӑрӑш лартрӗҫ. Йывӑҫсене лартас ӗҫӗ ватти-вӗтти те хутшӑнчӗ. Йӑлӑм енчи управлени ҫумӗ Эльвина Федосеева каланӑ тӑрӑх ку пархатарлӑ ӗҫ пуҫламӑшӗ кӑна. Тепӗр ҫул парк чечексемпе илемленӗ, саксемпе хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Эльвира Федосеева парк ачасен чи юратнӑ канмалли вырӑн пуласса шанчӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкар хулин сайчӗ
Нумай пулмасть республикӑра чи ешӗл те чи хӑтлӑ ял-хуласене суйласа илнӗ. 2-мӗш категоринче Муркаш сали пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку категоринчи иккӗмӗш вырӑна Елчӗк, виҫҫӗмӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Малти Чиперуй йышӑннӑ.
Паллах, Муркаш ахальтен мар ку ята илнӗ — ялти ҫуртсем кӑна мар, предприятисемпе организаци ҫурчӗсем те ҫулран ҫул илемленсех пыраҫҫӗ. Муркаш варринче вырнаҫнӑ физкультурӑпа сывлӑха упракан центр та ӑна самай илем кӳрет!
Ытти категорисенче ҫак ял-хулапа вырӑнсем мала тухрӗҫ:
1 категори:
I. Улатӑр хули.
II. Ҫӗмӗрле хули.
III. Канаш хули.
3 категори:
I. Шупашкарти «Эверест» компани ушкӑнӗ.
II. Ҫӗнӗ Шупашкарти ГУП ЧР БОС.
III. Шӑмӑршӑ районӗн федераллӑ казначействӑн управленийӗ.
4 категори:
I. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкул.
II. Куславкка районӗнчи Елчӗк шкулӗ.
III. Етӗрне районӗнчи Кӑташ шкулӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗпе 5-мӗшӗ хушшинче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ олимпиада иртрӗ. Хутшӑнакансен http://pedkanash.chuvash.org сайтра аслӑ вӗрентӳҫӗн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ 12 ыйту ҫине хуравлама тивнӗ. Ыйтусемпе пурӗ 352 ҫын паллашнӑ теме пулать, вӗсенчен 291-шӗ хуравсене ярса панӑ. Шел те, пур хуравсене те йышӑнма май килмен — хӑш-пӗрисене йӑнӑшла тултарнине пула пӑрахӑҫлама тивнӗ. Ҫапла май олимпиадӑна 205 хурава йышӑннӑ.
Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсем вара ҫапла:
11 класс
* Поручиков Владимир, Шупашкар хули, 2-мӗш лицей (вӗрентекенӗ Михеев П.П.) - 1-мӗш вырӑн,
* Трофимова Анастасия, Шупашкар хули, 6-мӗш шкул (вӗрентекенӗ Поручикова Э.Н.) – 2-мӗш вырӑн,
* Григорьева Юлия, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул (вӗрентекенӗ Козлова И.Н.) – 3-мӗш вырӑн,
10 класс
* Иванов Александр, Муркаш районӗнчи Москакасси шкулӗ (вӗрентекенӗ Матросова М.Г.) – 1-мӗш вырӑн,
* Шнуров Дмитрий, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗ (вӗрентекенӗ Николаева А.М.) – 2-мӗш вырӑн,
* Андреев Андрей, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗ (вӗрентекенӗ Михайлова Е.
Кая юлса та пулин ҫак хыпара сире пӗлтерес: паян (пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче) Красномармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» кункурсӑн иккӗмӗш пайӗ иртет. Вӑл шӑп та лӑп 18 сехетре паян пуҫланнӑ. Конкурса Шетмӗпе Ҫавал юханшывсем тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ районсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ Вӑл тӑрӑха Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсем кӗреҫҫӗ — ҫур республика!
Конкурсӑн пӗрремеш пайӗ иртнӗ ӗнтӗ — вӑл кашни районта пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни районтан чи лайӑх ушкӑна суйласа илсе вӗсене иккӗмӗш пайне кӗртеҫҫӗ.
Иртнӗ шӑматкун Тӑвай ялӗнче В.Г. Васильева асӑнса волейбол Кубокӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва 7 ушкӑн хутшӑнчӗҫ: Тӑвай районӗнчен тӑватӑ ушкӑн, иккӗ Муркаш районӗнчен тата Шупашкарти «Старко» ҫурт тӑвакан фирмӑн ушкӑнӗ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенсемпе курма килнӗ хӑнасем вӑйӑсем интереслӗ иртнине, пур ушкӑн та мала тухассишӗн пӗтӗм вӑйне хунине палӑртрӗҫ.
Вӑйӑ ушкӑнӗсем пӗр-пӗринпе темле тапӑҫнӑ пулин те ӑмӑртӑва районти ушкӑн ҫӗнтерсе илчӗ: пӗрремӗш вырӑн «Дорстрой» ООО ушкӑнне лекрӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Старко» фирмӑн ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшне «Тушкил» ЯХПК ушкӑнӗ лекрӗ. Вӗсене пурне те Дипломпа парнесем пачӗҫ. Парнесем чи лайӑх вылякансене те лекрӗҫ.
Иртнӗ эрнере Муркаш районӗнче вӗренекенсем хушшинче чӑваш халӑх юррисене юрлакансен «Саркайӑк» ятлӑ II-мӗш фестивалӗ иртрӗ. Фестивале Муркаш районӗнчи Республика Кунне халалласа чӑваш халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма ирттереҫҫӗ. Конкурса 7-18 ҫулхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ушкӑнпа юрлама юрамасть.
Ку хутӗнче фестивале пурӗ 34 ача хутшӑнчӗ — вӗсем пурте икшер юрӑ юрласа пачӗҫ. Конкурса хаклакансем 5 лауриатпа 5 дипломанта суйласа илчӗҫ. Кубока Шомик шкулӗнче вӗренекен Поляков Алексей ҫӗнсе илчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт уйрӑмӗн ертӳҫи ячӗпе Республика конкурсне каймалли хут илчӗ. Алексей Поляков Республика шайӗнче иртекен конкурсра ҫӗнтерессе пӗтӗм Муркаш районӗ шанать пулӗ. Эпир те ӑна ҫав конкурса ӑнӑҫу сунатпӑр.
Ҫитес ҫулхи Республика Кунӗнчи мероприятисем Шупашкарта тата Республикӑн Муркашпа Йӗпреҫ районӗсенче иртӗҫ. Кун пирки нумай пулмасть Н.В. Фёдоров Хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Муркашпа Йӗпреҫ районӗсене ыттисенчен лайӑхрах аталаннӑ пирки суйласа илнӗ.
2006 ҫулта Чӑваш Енре 854,5 тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр, 2005 ҫулхинчен 16,6% ытларах хута кӗртнӗ. Вӗсенчен 63,7% хӑпартма халӑх хӑйӗн укҫипе, е банк кредичӗпе усӑ курнӑ. Федераллӑ бюджетран уйӑрнӑ укҫапа пӗтӗм калӑпӑшӗнчен 0,3%, республикӑн тата вырӑнти бюджетпа — 0,8%, ипотека урлӑ — 1,9% хута кӗртнӗ.
Ялсенче пурӗ 426,7 пин тӑваткал метр /50% патнелле/ лаптӑк ҫурт хӑпартнӑ.
Ҫавӑн пекех ҫакна палартмалла: 2006 ҫулта 165,59 ҫухрӑм (вӗсенчен 145,98 ҫухрӑм ялсенче) газ пӑрӑхӗсене хута кӗртнӗ. Куславккара 366 вырӑнлӑ шкул, Улатӑрпа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ишмелли байсейнлӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексне, Муркаш районӗнчи Вомпӑкасси ялӗнче 50 вырӑнлӑ клуб хута янӑ. Шупашкарта 8,4 ҫухрӑмлӑ ҫӗнӗ троллейбус линине тунӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗркине сыхласа упраса хӑварас енӗпе республикӑра сахал мар мероприяти иртереҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вара Муркаш районӗнчи Кашмаш ял культура ҫуртӗнче «Саркайӑк» ятлӑ конкурс иртнӗ. Унта шкул ачисем пӗр-пӗррин хушшинче кам чӑваш халӑх юррисене лайӑхрах юрланине пӗлес тесе кӗрешнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |